Контент патне куҫ

Хăмăр шăл

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
12:04, 18 Кӑрлач уйӑхӗн 2022 вӑхӑтри верси Kmoksy (Сӳтсе яв | хушни) (Категори:Хурт-кăпшанкă çиекенсем)
(танл.) ← Унчченхи верси | Хальхи верси (танл.) | Тепӗр верси → (танл.)
Хăмăр шăл

Хăмăр шăл пĕчĕк каюрасен шутне кĕрет. 3-4грамм туртать. Курăк хушшинче, çулçăсем айĕнче 14 уйăх таран пурăнать. Йăвине çăвăрлама, çурасене çитĕнтерме кăна тăвать. 5-8 çура пулать унта. Вĕсем виçĕ эрнерех çитĕнсе çитеççĕ. Амăшĕ çурисене апат шырама вĕрентнĕ чухне вĕсем пĕрин хыççăн тепри хӳререн тытса амăшĕ хыçĕнчен çӳреççĕ. Чи кулăшли - хăшĕ те пулин малтин хӳрине çăварĕнчен кăларса ярсан питĕ хытă кăшкăрма тытăнни. Амăшĕ пырса тупса памасăр та çухăрма чарăнмасть çав çура. Пĕр уйăх тултарсан çурасем хăйсем тĕллĕн пурăнма тытăнаççĕ.