Контент патне куҫ

Томас Манн

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Томас Манн 1937 çулта.

Пауль Томас Манн (ним. Paul Thomas Mann, 1875—1955) — аслă нимĕç çыравçи, эссе ăсти, эпиос роман ăсти, литературăпа Нобель преми лауреачĕ (1929), Генрих Маннăн шăллĕ , Клаус Маннпа Эрика Манн ашшĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çамрăк тапхăрĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пауль Томас Манн 1875 çулхи çĕртме, 6 пуян Любек купси Томас Йоханн Генрих Маннăн (хула сенаторĕ шутланнă) çемйинче çуралнă. Томасăн амăшĕ, Юлия Манн, хĕр чухне да Сильва-Брунс, Бразили тымарĕсемле пулнă. Маннсен çемйи чылай шутлă пулнă. Томасăн шăллĕпе пичĕшĕ, икĕ йăмăкĕ: пиччĕшĕ, паллă çыравçă Генрих Манн (1871—1950), шăллĕ Виктор (1890—1949) йăмăкĕсем: Юля (1877—1927, хăй çине ал хунă) тата Карла (1881—1910, хăй çине ал хунă). 1891 çулта ракран Томасăн ашшĕ вилет. Халал хучĕпе çемьен фирми, Любекри Маннсен кил-çурне сутаççĕ. Арăмпе ачисене тупăç укçин проценчĕсем çеç юлаççĕ.

Çырма пуçлани

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1901 ç. пĕрремĕш роман, «Будденброки».

1905 ç. Томас Катя Пингсхайм хĕре качча илет.

1929 ç. Манна Нобель премине «Будденброки» романшăн тивĕçтереççĕ.

1933 ç. çыравçă наци Германиинчен тухса каять те Цюрихра вырнаçать. 1942 ç. АПШ-на çитет, Пасифик-Палисейдз хулинче чарăнать.

Европăна таврăнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Томас Маннăн вилтăпри. Кильхберг, (Швейцари)

II Тĕнче вăрçи хыççăн АПШ-ра Манн çине сталин режимне çыхланнă тесе айăпсем янă. 1952 çулхи çĕртмере Томас Манн çемйипе Швейцарине таврăнать.

Çыравçăн стилĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Манн — интеллектуаллă прозăн ăсти. Хăйен вĕрентӳçĕсен вырăнне вăл вырăс çыравçи-романичĕсене Лев Толстойпа Достоевские хурать; тĕпĕ-йĕрĕллĕ, тулли, васкавсăр стиллĕ çыракан çыравçă XIX ĕмĕр ĕн литературин кăнарне туянса юлнă. Çапах та романĕнчи XX ĕмĕрĕнчи ĕçсене кăтартаççĕ.

Пултаруллă ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Калавсен пуххи / Der kleine Herr Friedemann, (1898)
  • Будденброксем / Buddenbrooks — Verfall einer Familie (роман, (1901)
  • Тонио Крегер / Tonio Kröger, новелла, (1903)
  • Тристан / Tristan, новелла, (1903)
  • Патша çӳллĕхлĕхĕ / Königliche Hoheit, (1909)
  • Венецири вилĕм / Der Tod in Venedig, рассказ, (1912)
  • Аполитикăллă çын шутласа калаçни / Betrachtungen eines Unpolitischen, (1918)
  • Асамлă ту / Der Zauberberg, роман (1924)
  • Марио тата асамçă / Mario und der Zauberer, рассказ (1930)
  • Иосиф тата унăн шăллĕ-пиччĕшĕсем / Joseph und seine Brüder, роман-тетралоги (1933—1943)
    • Былое Иакова / Die Geschichten Jaakobs, (1933)
    • Юный Иосиф / Der junge Joseph, (1934)
    • Иосиф Египтра / Joseph in Ägypten, (1936)
    • Иосиф-тăрантаруç / Joseph der Ernährer, 1943)
  • Ирĕклĕхĕн кăткăсĕ Das Problem der Freiheit, эссе (1937)
  • Лотта Веймарта / Lotte in Weimar, роман (1939)
  • Улăштаруллă пуçсем. Инди кăссайĕ / Die vertauschten Köpfe — Eine indische Legende, (1940)
  • Доктор Фаустус / Doktor Faustus, роман (1947)
  • Суйланнăскер / Der Erwählte, роман (1951)
  • Феликс Круль авантюрист тунмасăр калани / Bekenntnisse des Hochstaplers Felix Krull. Der Memoiren erster Teil, (1922/1954)

Вырăсла куçаракансем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]