Контент патне куҫ

Инферналлă сăмахсар

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Инферналлă сăмахсар
фр. Dictionnaire Infernal
Кăларăм
Инферналлă сăмахсар
Жанр: демонологи, энциклопедиллĕ сăмахсар
Автор: Коллен де Планси
Тăван чĕлхи: Франс

Инферналлă сăмахсар (фр. Dictionnaire Infernal) — Коллен де Планси демонологи жанрĕнчи хайлав, пĕрремĕш хут 1818 çулта Парижра çутă курнă. Каярах темиçе хут та çĕнĕрен пичетленсе тухнă, хăш чух тем тери редакци улшăнăвĕсемпе те. 1863 çулхи 6-мĕш тухăмне Луи Бретон ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ.

Сăмахсара тĕне ĕненмен çын çырнă (1830 çулта Планси католицизм тĕнне çавăрăнни сăмахсара витĕмлĕ улшăнусене кĕртме хистенĕ), вăтамĕмĕр христиан халаплăхĕ усалĕсене сăнарланă, тата оккультизм, юмăç пăхнин тĕшмĕш ыйтăвĕсене уçса панă.

Сăмахсарăн çăлкуçĕсенчен пĕри Иоганн Вейерăн «Демонсен иерархийĕ» пулнă, çырса панин нумай япали епле те пулин халăх тĕшмĕшлĕхĕнчен тухнине, е пачах та ятарласа сăмахсар валли шутласа кăларнине пĕлме кирлĕ. Усалĕсем çинчен çырнисенче вĕсем çиелтен мĕнле курăннине, пĕлтерĕшлĕ паллисене, мĕн ĕç тунипе асамлă вăйне çырса пĕлтернĕ; унсăр пуçне хура-шурă гравюрасемпе илемлетнĕ. Çав ÿкерчĕксене пула XIX ĕмĕрте сăмахсар халăхра анлăн сарăлнă.

«Инферналлă сăмахсара» нумай чĕлхесем çине куçарнă, паянкунччен те пичетрен тухать.

Хăшпĕр ÿкерчĕкĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]