Ăсан Уçăпĕ
Курӑнакан калӑплав
Ăсан Уçăпĕ | |
Çуралнă чухнехи ят: | Алексеев Осип Алексеевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1944 нарăсăн 3-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн: | Санькасси ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР |
Гражданлăх: | ССРП РФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш |
Ĕçсен чĕлхи: | прозăç |
Парнесем: | Коммунизм ялавĕн парни, Нестор Янкас ячĕллĕ парне, Пётр Маркин ячĕллĕ парни |
Ăсан Уçăпĕ (паспортра: Алексеев Осип Алексеевич, 1944 çулхи нарăсăн 3, Санькасси ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР çур.), — чăваш прозăçи. Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1999), журналистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1974)
Коммунизм ялавĕн парнин лауреачĕ, Нестор Янкас ячĕллĕ парне лауреачĕ, Пётр Маркин ячĕллĕ парне лауреачĕ.
Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх правленин секретарĕ (1990-па).
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1944 çулхи нарăсăн 3 Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Санькасси ялĕнче çуралнă.
Чăваш педагогика институтĕнче, Горькири аслă парти шкулĕнче вĕреннĕ. Шкулта ачасене ăс панă. Çавăн пекех «Коммунизм ялавĕ» хаçатра, «Капкăн» тата «Çил çунат» журналсенче ĕçленĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Чăваш вăрманĕ» (1996);
- «Ăсансем Сатурн çинче» (2003);
- «Ăсан Уçăпĕ сунарçă» (1994, 2004),
- «Чăваш вăрманĕ» (1996, 2001),
- «Савнă енĕм, тăван ялăм – Санькасси» (1999),
- «Сатурн çинчи ăсан» (2000),
- «Крепче за баранку держись, шофер…» (2001),
- «Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç…» (2004)
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |