Контент патне куҫ

Агрыз

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Агрыз
тут. Әгерҗе
Герб
Никӗсленӗ/йӗркеленӗ дата 1646
Ӳкерчӗк
Официаллӑ ят тут. Әгерҗе
выр. Арыз
Патшалӑх
Администрацин тӗп вырӑнӗ Агрыз районĕ и Муниципальное образование «Город Агрыз»[d][1]
Административлӑ-территориллӗ пай Агрыз районĕ и Тутарстан
Вӑхӑт тӑрӑхӗ UTC+3
Халӑх йышӗ
  • 19 860 чел. (2023)[2]
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш 90 метр
Лаптӑк
  • 8,6 тăваткал километр
Почта индексӗ 422230
Пӗрремӗш хут асӑнни 1646
Вырӑнти телефон кочӗ 85551
Агрыз на карте
Агрыз
Агрыз
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Агры́з (тут. Әгерҗе, Əgerce) — Тутарстанăн Агрыз районĕн тĕпĕ, район тытăмĕнчи хула. Лаптăкĕ — 8,6 çм².

Пĕрлехи хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хула Тутарстанăн çурçĕр-тухăçĕнче, Удмурти чикки çумĕнче, Сарапул сăртлăхĕ умĕнче, Агрызка юханшывĕ çинче, вырнаçнă. Хусантан тухăçалла 304 çм.

1646 çултанпа палăрнă. XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Вятка кĕпернине кĕнĕ Сарапул уесĕнчи Агрыз вулăсăн центрĕ пулнă, шкул, 2 мечет ĕçленĕ. 1920 çулчен вулăс центрĕ пулнă. 1921 çултанпа центр ТАССР Агрыз кантонĕн центрĕ, 1924 çултанпа Алапӳ кантонĕн ĕçтăвкомне пăхăнса тăнă. 1926 çулта хула йышĕнчен кăларнă, 1927 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Агрыз районĕн администрации центрĕ пулса тăрать. 1928 çулта ĕçтеш паççулкисен категорине кĕртнĕ, 1938 çулхи çурлан 28-мĕшĕнче район пăхăнăвĕнчи хула шайне кĕртнĕ. 1963 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче ТАССР администраци-территориллĕ пайланăвне улăштарнă май Алапӳ хула канашне кĕнĕ, 1963 çулхи пушăн -мĕшĕнче — каллех район центрĕ.

Хусан, Екатеринбург, Ижевск, Акбаш çине каякан чукун çул йĕрĕсен пысăк транспорт çыхăвĕ. Чукун çулăн ăста лаççисем, çурт-йĕр тăвăм материалĕсен савучĕ, сĕт-çу комбиначĕ, çакăр савучĕ, типографи, апат-çимĕç комбиначĕ. 4 вăтам, ачасен мусăк шкулĕ, 2 профессиллĕ училищĕ, тăван ен тĕпчев музейĕ, район тĕп пульници, чукун çул пульници. Мечет.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2005 çулта хулара 18,6 çын пурăннă.

1859 — 2 340, в 1890 — 2 758, 1920 — 4 543, 1926 — 7 339, 1938 — 12 376 çын, 1959 — 20,3, 1979 — 18,9, 1989 — 19,7 пин çын).

1989 çулхи халăх çыравĕпе хулара тутарсем — 50,1 %, вырăссем — 38,6 %, удмуртсем — 7,2 %.

  1. ^ ОКТМО (рус.)
  2. ^ Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2023 года (с учётом итогов Всероссийской п (рус.)Росстат, 2023.