Атăлçири выçлăх (1921—1922)
Атăлçири 1921-22 çулсенчи выçлăх — Раççейри граждан вăрçи вăхăтĕнчи большевиксем контролленĕ территоринчи выçлăх. Выçлăхăн чи массăллă та хаяр тапхăрĕ: 1921 çулхи кĕркунне — 1922 çулхи çуркунне. Официаллă статистикăпа, выçлăх 35 кĕпернене (Атăлçи, Кăнтăр Украина, Крым, Пушкăртстан, Казахстан, кăштах Уралçум тата Анăç Çĕпĕр) ярса илнĕ[1] ун чухне пурĕпе 90 миллион çын пурăннă, вĕсенчен выçлăха 40 миллионран сахал мар лекнĕ (официаллă совет хыпарĕсемпе — 28 миллион[1]).
Выçлăха пула 5 миллиона яхăн çын вилнĕ.
Выçлăх сăлтавĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕп сăлтавĕсем:[1]
- 1921 çулхи питĕ типĕ çанталăк — шăраха пула 22 % акнă тырă пĕтнĕ; хăшпĕр вырăнсенче тырă акнă вăрăран та нумай тухман; 1921 çулта 43% тырпул пуçтарнă (1913 çулпа танлаштарсан);
- Граждан вăрçи вăхăтĕнче аркатнă хыççăнхисем ;
- большевиксен харпăр суту-илĕвĕпе укçана пĕтерсе пынă политика (продразвёрстка тата вăрçă коммунизмĕ).
Пулнине хаклани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сивлек вăрçăн хĕрӳ тапхăрĕнче Роберт Конквестăн «Выçлăх Террорĕ» кĕнеке тухнă, унта автор «1921 ç. хăрушла выçлăха çĕр ĕçтешĕсене пĕтерес меслете пула пулса тухнă тесе çырать. Унăн версине тытса пырсан, выçлах ъăй тĕллĕн пулса тухнă тесен те тĕрĕс мар. Çанталăк япăх тăнă, çапах та çав териех мар. Выçлăха тĕксе кăларни — Совет правительстви çăкăра реквизици мелĕпе туртса илесси».
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пушкăртстанри выçлăх (1921—1922)
- Раççейри выçлăх (1891-1892)
- Совет Союзĕнчи выçлăх (1932—1933)
- Совет Союзĕнчи выçлăх (1946—1947)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2 тата 3 Революция и гражданская война в России: 1917—1923 гг. Энциклопедия в 4 томах. — Мускав: Терра, 2008. — Т. 1. — (Большая энциклопедия). — 100 000 экз. — ISBN 978-5-273-00561-7
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Поляков, B. A. Голод в Поволжье, 1919 - 1925 гг.: происхождение, особенности, последствия. Волюфад. 2007. 735 с.
- Patenaude B.M. The Big Show in Bololand. The American Relief Expedition to Soviet Russia in the Famine of 1921. Stanford, 2002
- Fisher H. The Famine in the Soviet Russia. The Operations of the American Relief Administration. N.-Y., 1971. (1st ed., 1927.).
- Белокопытов В. И. Лихолетье: (Из истории борьбы с голодом в Поволжье 1921—1923 гг.). Казань, 1976.
- Итоги борьбы с голодом в 1921—1922 гг. М., 1922.
- Итоги Последгол. М., 1923.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1922-мĕш çул совет ялĕнче ППУ куçĕпе
- Архивы Кремля. Политбюро и Церковь 1922—1925 гг. Дело № 23. «Об изъятии церковных ценностей и колоколов».
- Голод особенно свирепствовал в деревнях… 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Взял труп мальчика 7 лет, разрубил топором на мелкие части и сварил». Еженедельник «Коммерсантъ», № 3 (957), 23.01.2012.
- Пушкăрт трагедийĕ Видео çинче
- Козлов Ф. Н. Голод 1921-1922 годов в чувашском и марийском краях в контексте государственно-церковных отношений // PolitBook. 2012 № 2. С. 142-156. 2015 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.