Вăрман тăмани
Курӑнакан калӑплав
Вăрман тăмани - курак пысăкăш кайăк. Тăмана евĕрне кĕрет. Çăмартисем (3-5) шурă. Вăл вăрмансенче, парксенче, пысăк садсенче пурăнать. Кăнтăрла вăрман хӳтлĕхĕнче, йывăç хăвăлĕнче пытанса пурнать. Каçхине шăши тытма тухать. Шăши сассине илтсен е ăна хăйне курсан чул пек ӳксе тытать. Ытларах чухне йывăç çинче ларса тимлĕ сăнаса-итлесе ларать. Ниçта та вĕçсе каймаççĕ. Хĕллехи сивĕ вăхăтра ăшăрах вырăн шыраса çынсен хуралтисем патне куçма пултараççĕ. Вĕсен йышĕ пирĕн тăрăхра пысăк.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]