Джотто ди Бондоне
Джотто ди Бондоне | |
Angiotto di Bondone | |
Джотто. «Флоренци ÿнерĕн пилĕк никĕслекенĕсем» ĕç пайĕ, XV - XVI ĕмĕрсем | |
Çуралнă чухнехи ят: | Angiotto di Bondone |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1267 |
Çуралнă вырăн: | Колле ди Веспиньяно |
Вилнĕ вăхăт: | 1337, Кăрлач, 8 |
Вилнĕ вырăн: | Флоренци, Итали |
Гражданлăх: | Итали |
Жанр: | сăрă ÿнер, фреска, мозаика, архитектура |
Сĕм: | Чимабуэ |
Сĕм янă: | Цевио, Армитидж |
Викиампарти ĕçсем |
Джотто ди Бондоне, е ахаль каласан Джотто (итал. Giotto di Bondone) (1267 - 1337) — итал ÿнерçи тата Проторенессанс тапхăрĕн архитекторĕ. Хĕвеланăç ÿнер кун-çулĕнчи пĕлтерĕшлĕ пайташĕсенчен пĕри. Византи турăш ÿнерĕн йăла-йĕркинчен çĕнтерсе тухайса, итал ÿнер шкулĕн чăн никĕсçи пулса тăнă, тавралăха сăнарлас ĕçре пачах та çĕнĕ меслет уçса çĕнĕ çулсем тупнă. Джоттон пултару ĕçĕсем Леонардо да Винчи, Рафаэль, Микеланджело ÿнерçĕсене хавхалантарнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1267-мĕш çулта Флоренцирен хĕвелтухăçнелле вырнаçнă Виккьо хули таврашĕнчи Колле ди Веспиньяно ялĕнче çуралнă пулĕ теççĕ. Теприсен шучĕпе Джотто 1275-мĕш çулта çуралма пултарнă. Вазари каланă тăрăх Джотто 1276-мĕш çулта çуралнă. Вилме вара, Антонио Пуччи каланă тăрăх, ÿнерçĕ 1337-мĕш çулта, çитмĕл çулта вилнĕ. Пулас ÿнерçĕн ашшĕ Бондоне ятлă хĕресчен (1311/1313çç. вилнĕ) пулнă. Каярах Джотто Веспиньянора çĕр тата кил-çурт илнĕ.
Курав
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Иуда чуп туни
-
Тупăка хуни
-
Асамçăсем чыслани
-
Египета тарни
-
Полиптих Барончелли, пай
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Previtali G. Giotto e la sua bottega. — Milano, 1967.
- Беллози Л. Джотто. — М., 1996.
- Алпатов М. В. Итальянское искусство эпохи Данте и Джотто. — М.; Л., 1939.
- Вольф Н. Джотто = Giotto (Norbert Wolf) / Пер. с англ. А. А. Моисеенковой. — М.: Taschen; Арт-родник, 2007. — 96 с. — (Назад к истокам ви́дения). — 3000 экз. —
- Туртефири А. Джотто: Сокровищница мировых шедевров / Пер. с ит. Д. Кизиловой. — М.: БММ, 2011. — 160 с. — 3000 экз. — ISBN 978-5-88353-449-1.
- Лазарев В. Н. т. 1 // Происхождение итальянского Возрождения. — М., 1956.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Галерея работ Джотто ди Бондоне
- Хронология жизни 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Фрески Джотто ди Бондоне в капелле дель Арена в Падуе, галерея и рассказ