Ирхи Георгий Иванович
Курӑнакан калӑплав
Георгий Ирхи | |
Çуралнă вăхăт: | 1949 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Самуккасси ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР |
Гражданлăх: | ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Чыславсем: | Чăваш Енĕн мусăк пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ |
Ирхи Георгий Иванович (паспортри хушамачĕ Порфирьев, 1949 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ, Самуккасси ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçи.
1991 çултанпа Чăваш АССР ÇП пайташĕ. Чăваш Енĕн мусăк пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ [1][2].
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1949 çулхи нарăсăн 1 Чăваш АССР Шупашкар районĕнчи Самуккасси ялĕнче çуралнă.
Шупашкарти энерготехникумра, Чăваш патшалах университетĕнче вĕреннĕ. Чăваш Енри районти тата республикăн хаçачĕсенче, Чăваш радиотелекомпанинче ĕçленĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сăвăсемпе поэмăсене чăвашла тата вырăсла çырать. Унăн сăввисем çине вунă юрă ытла кĕвĕленĕ.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Шыври хĕвел» (1990);
- «Тасалу» (1991);
- «Вăтанчăк аслати» (1993);
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Айдаш, Ю. Хăйне шыракан поэт / Юрий Айдаш / Тăван Атăл. – 1991. – № 1. – С. 50.
- Владимирова, E. Поэзи “картинче” – 30 cул / E. Владимирова // Хыпар. – 1997. – 13 ака.
- Ирхи, Г. Çырмара хĕвел курнă сăвăç / Г. Ирхи // Тантăш. – 1999. – 4 нар. (№ 6). – С. 4.
- Сăвăра – сăнарлăхпа тасалăх... // Ялав. – 1999. – № 3–4. – С. 59.
- Тимаков, В. Кашни тeпренчĕкре – ăнкăрайми тăнче / В. Тимаков // Чăваш ен. – 1999. – 13–20 нарac (№ 6). – С. 5.
- Чермаков, И. Именчeк шурă шăплăхра çуралнă юрă... / Иван Чермаков // Илем. – 1994. – 10 нарaс. – С. 7.
- Колесниченко, О. Поющая поэзия Ирхи / О. Колесниченко // Чебоксар. новости. – 1996. – 12 апр.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Чувашская энциклопедия: Гергий Ирхи
- ^ Писатели : Ирхи (Порфирьев) Георгий Иванович 2017 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Гергий Ирхи(ĕçлемен каçă)