Контент патне куҫ

Капуччино

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сĕт кăпăкĕллĕ капучино

Капучино, капуччино (итал. cappuccino) — итал çĕрĕнче пуçарăннă сĕт тата сĕт кăпăкĕ хушнă кофе ĕçми.

Йăла йĕркипе капучинăна малтан ăшăтнă фарфор чашăкра параççĕ, çавăнпа ăшши кантăк е хут чашăкĕпе танлаштарсан чылая тăсăлать. Италсем капучинăна ытларах ирхи апатра ĕçеççĕ. Капучино мĕнпур тĕнчепе саралнă.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]