Контент патне куҫ

Лоуренсий

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Lr 103
262.11
[Rn] 5f14 6d1 7s2
Лоуренси

Лоуренси — 103 атом номерлĕ хими элеменчĕ. Атом масси 262.11; Lr тесе паллă тăваççĕ(лат. Lawrencium), актиноидсен шутне кĕрет.

103-мĕш элемента 1961-1965-мĕш çулсенче Дубнари Флеров лабораторипе Берклири Лоуренс ячĕллĕ лабораторинче пĕп пĕринпе çыхăнмасăр синтезланă. Берклинче 3 мг калифорнин 3 изотопĕн хутăшне борăн 10 тата 11 виçеллĕ изотопĕсемпе йывăр ион ускоритĕльĕнче (HILAC) персе тунă. Ушкăн 257103 тупни çинчен пĕлтернĕ. Альфа-пайăркасен хăвачĕ 8,6 МэВ, çурма аркану тапхăрĕ ~8 çеккунт. Каярах 258Lr тесе тӳрлетнĕ.


Ушкăн элемента Лоуренси (Lw) ят пама сĕннĕ.

1967-мĕш çулта Дубнари тĕпчевçĕсем 257103 альфа-аркануне тата çурма аркану тапхăрĕ ~8 çеккунт çирĕплетме пултарайман. Çавăнпа 258Lr пулать тенĕ. Ун вырăнне 45ç хастарлăхлă 256Lr синтезланине пĕлтернĕ.

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аркану майĕпе пулнă изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лауренси изотопĕсем йывăртарах изотопсем арканнă чухне те пулаççĕ. Аялти таблицăра кăтартнă.


Арканакан элемент Лоуренси изотопĕсем
267Bh, 263Db 259Lr
278Uut, 274Rg, 270Mt, 266Bh, 262Db 258Lr
261Db 257Lr
272Rg, 268Mt, 264Bh, 260Db 256Lr
259Db 255Lr
266Mt, 262Bh, 258Db 254Lr
261Bh, 257Dbg,m 253Lrg,m
260Bh , 256Db 252Lr

Изотопсене уçнин хронологийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Изотоп Уçнă çул Уçнă реакци
252Lr 2001 209Bi(50Ti,3n)
253Lrg 1985 209Bi(50Ti,2n)
253Lrm 2001 209Bi(50Ti,2n)
254Lr 1985 209Bi(50Ti,n)
255Lr 1970 243Am(16O,4n)
256Lr 1961? 1965? 1968? 1971 252Cf(10B,6n)
257Lr 1958? 1971 249Cf(15N,α3n)
258Lr 1961? 1971 249Cf(15N,α2n)
259Lr 1971 248Cm(15N,4n)
260Lr 1971 248Cm(15N,3n)
261Lr 1987 254Es + 22Ne
262Lr 1987 254Es + 22Ne


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.


Актиноидсем
Актини | Тори | Протактини | Уран | Нептуни | Плутони | Америци | Кюри | Беркли | Калифорни | Эйнштейни | Ферми | Менделеви | Нобели | Лоуренси