Контент патне куҫ

Урду

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Урду (اردو), — XIII ĕмĕрте йĕркеленнĕ инди-европа чĕлхи. Пакистанра ку чĕлхене 10 миллион çын кăна пĕлеççĕ пулин те вăл унта официаллă чĕлхе шутланать. Индире те вăл 23 официаллă чĕлхе шутне кĕрет, унпа вăл патшалăхра 48 миллион калаçать.

Тĕнчере пурĕ 58 млн. çын ăна тăван чĕлхе вырăнне шутлать, 150-200 млн. вăл чĕлхепе калаçма пĕлет.

ISO 639-1 тăрăх ку чĕлхен кочĕ ur, ISO 639-2 тата ISO 639-3 тăрăх — urd.

Урду чĕлхи çыруллахĕ арап графики çинче никĕсленет.

Урдупа хинди

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хинди чĕлхине ытларах санскрит чĕлхин витĕмĕпе тулна пулсан урду чĕлхине фарсипе арап чĕлхисем пысăк витĕм кӳнĕ. Çавах та ку икĕ чĕлхепе калаçакансем пĕр-пĕрне аванах ăнланаççĕ.