Вепс чĕлхи
Вепс чĕлхи (вепсле: vepsän kel' ), — вепссем калаçакан чĕлхи. Балтика-финн ушкăнне кĕрекен финн-укăр чĕлхи.
2002 çулхи халăха çырнин хыпарĕпе, вепс чĕлхипе калаçма пĕлекенсен шучĕ 5800. Чĕлхере 3 диалект: çурçĕрти, вăтамми тата кăнтăрти.
Тĕпчени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вепс чĕлхине тĕпчеме Эллиас Лённрот пуçланă. Вăл 1853 çулта пĕрремĕш вепс чĕлхи çинчен кăтартса паракан статьине çырнă. Август Альквист 1850 çулсенче вепс пурăнакан çĕрĕ тăрăх çӳренĕ, фольклор материалне пухса швед-вепс сăмахсарне хатĕрленĕ. 1913 çулта пĕрремĕш вепсле-вырăсла сăмахсар тухнă. 1930 çулсенче вепс çырулăхне аталантарма пуçласан, латиницăпа никĕсленĕ алфавитпе усă курнă. Лениннград облаçĕнчи Видла, Ошта, Капша, Шола тата Оята хулисенче 49 пуçламăш тата 5 вăтам вепс шкулĕ уçнă. 1937 çулччен 19 шкул кĕнеки, вепсле-вырăсла сăмахсар, вуламалли кĕнекесем пичетлесе кăларнă.
Вăрçă хыççăн вепс шкулĕсене хупнă, тĕлĕнтермĕшле илемлĕ вепс чĕлхи пĕтме пуçланă. Вепс чĕлхи вара килте калаçмалли çеç пулса тăнă.
1990 çулсен пуçламăшĕнче лару-тăру кăштах лайăхланнă: Карелире вепс чĕлхине аталантаракан программа ĕçлет. Вепс чĕлхипе «Kodima» ("Тăван çĕршыв") хаçат тухать.
Алфавичĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1930 çулсенче латиница усă курса çырнă:
A a | Ä ä | B b | C c | Ç ç | D d | E e | F f |
G g | H h | I i | J j | K k | L l | M m | N n |
O o | Ö ö | P p | R r | S s | Ş ş | T t | U u |
V v | Y y | Z z | Ƶ ƶ | ı | ’ |
1937 кирилица çине куçтарма тăрăшнă пулин те, вăл сарăлман. Паянкуна диакритика паллисене усă курса латиницăпа çыраççĕ:
A a | B b | C c | Č č | D d | E e | F f | G g |
H h | I i | J j | K k | L l | M m | N n | O o |
P p | R r | S s | Š š | Z z | Ž ž | T t | U u |
V v | Ü ü | Ä ä | Ö ö | ’ |
Халиччен те вепс чĕлхипе 70 кĕнеке пичетленсе тухнă. Чылайрахăшĕ - вĕренӳ кĕнеки. Вепс чĕлхи хальхи чи паллă литература ĕçченĕ Николай Абрамов сăвăçă. Вепс чĕлхине Петразаводскри Лённрот ячĕллĕ гимназире вĕрентеççĕ, çаплах факультатив майĕпе Ленинград облаçĕнчи хăш-пĕр шкулсенче вĕренме ирĕк панă. Çавăн пекех чĕлхене виçĕ институтра — Петразоводскри университетре, Карел педагогика институтĕнче, Санкт-Петербургри патшалăх университетĕнчи Çурçĕр халăхĕсен институтĕнче — вĕрентеççĕ.
Чĕлхери тĕслĕхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Minä pagižen vepsän kelel. (Эпĕ вепс чĕлхипе калаçатăп)
- Minä armastan sindai. (Эпĕ сана юрататăп)
- Kuna sinä mäned? (Ăçта эсĕ каятăн?)
- Тоšta völ kerdan, en el'genda. (Тата кала, ăнланмастăп)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Санкт-Петербургри Вепссен Пĕрлешĕвĕ
- Вепс канашлăвĕ
- Вепс вики 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Нина Зайцева. Вепс чĕлхи историйĕ 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. (вырăсла, финнла)